Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи (Е. Арланова)

Кашни саманан хӑйӗн кӗвви пур. Кӗввине кура юрри хывӑнать, юррине май юрӑҫи тупӑнать. Паттӑрсем вӑрҫӑра ҫуралаҫҫӗ, ӗҫченсем —хӗрӳ ӗҫре. Ф.Т.Тимофеев вӑрҫӑ паттӑрӗ пулман, революци кӗрешӗвне те хутшӑнман. Анчах ҫӗнӗ самана ӑна тӑван халӑх культуришӗн ӗҫлеме чӗнсен, вӑл хаваслансах килӗшнӗ.

Кӑҫал нарӑсӑн 14-мӗшӗнче чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитрӗ. Тӗпчевҫӗ 1887 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Етӗрне уесӗнчи (хальхи Чӑваш Республикин Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче вӑтам хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Малтан Турай ялӗнчи пуҫламӑш, унтан Элӗкри икӗ класлӑ шкулта вӗреннӗ. 1903 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ. Тӑрӑшуллӑ, пысӑк ӗмӗтлӗ ҫамрӑк 1909 ҫулта унтан вӗренсе тухса халӑх учителӗ ятне илнӗ, 16 ҫул хушши тӗрлӗ шкулта тӑрӑшнӑ. Ӗҫленӗ хушӑрах халӑх юрри-сӑввисене, халапӗсене пухса Н.И.Ашмарин профессор патне яра-яра панӑ. Ҫав ҫулсенчех вӑл вӗренӳ пособийӗсемпе илемлӗ литература хайлавӗсене чӑвашла куҫаракан комиссире вӑй хунӑ, ҫав ӗҫе ертсе пынӑ. 1918-1920 ҫулсенче Ф.Т.Тимофеев А.Пушкинӑн «Пулӑҫпа ылтӑн пулӑ» юмахне, А.Чеховӑн «Ванька Жуков» калавне, И.Никитинӑн «Бурлак» поэмине, Л.Толстой калавӗсене, М.Салтыков-Щедрин юмахӗсене чӑвашла куҫарса кӑларнӑ, халӑх хушшине сарнӑ, шкулсем валли учебниксемпе вӗренӳ хатӗрӗсем йышлӑ куҫарнӑ.

«Чӗлхе — халӑх пурнӑҫӗ, халӑх шухӑшӗ, халӑх философийӗ. Эпир хамӑр чӗлхене мӗн чул аван пӗлетпӗр, ҫавӑн чухлӗ халӑх пурнӑҫне те пӗлетпӗр», — тенӗ Тимухха Хӗветӗрӗ. Тӗпчевҫӗ тӑван халӑха чӗререн юратнӑ, ӑна ҫӗнӗ пурнӑҫ тума, культурине аталантарма хӑйӗн вӑйне, пурнӑҫне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ, чӗлхе ыйтӑвӗпе нумай ӗҫсем тунӑ. Унӑн ӗҫӗсемпе паллашни вӑл пултаруллӑ та ывӑна пӗлми ӑсчах пулнине кӑтартса парать. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл чӗлхен пӗр-пӗр енне тӗпченипе кӑна ҫырлахман, унӑн пур енӗсене те ҫутатса пама тӑрӑшнӑ.

Тимухха Хӗветерӗ вырӑс чӗлхине чӑваш шкулӗсенче вӗрентес тӗлӗшпе те юрӑхлӑ меслетсем шыранӑ, нумай тӗпченӗ, сӑнанӑ. 1918 ҫулта Хусанта унӑн «Наглядно-переводный метод ведения разговорных уроков по русскому яэыку в инородческих училищах» ятлӑ кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ку кӗнекере вӑл Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен шкулӗсенче вырӑс чӗлхи вӗрентмелли меслетсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Ҫав ҫултах «Канаш» хаҫат редакцийӗ унӑн «Чӑвашла тӗрӗс ҫырмалли правилӑсем» брошюрине кун ҫути кӑтартнӑ. Ку вӑл — чӑваш орфографийӗпе пунктуаци правилисене йӗркелес тӗлӗшпе тунӑ пӗрремӗш утӑм. Ф.Т.Тимофеев 1921 ҫулта «Несколько слов о чувашской школе» брошюра пичетлесе кӑларнӑ. Унта вӑл тӑван чӗлхен халӑха вӗрентес ӗҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен учительсен сьезчӗсемпе конференцийӗсенче каланӑ шухӑшсене пӗтӗмлетнӗ.

Тимухха Хӗветӗрӗн чӑваш чӗлхипе ҫырнӑ ӗҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ май чи малтан унӑн шкул валли хатӗрленӗ кӗнекисене асӑнмалла. Вӑл хамӑр тӑван чӗлхе ҫинчен чӑвашла ҫырнӑ малтанхи вӗренӳ хатӗрӗсен авторӗ шутланать. Тӗпчевҫӗ чӑваш чӗлхи вӗренме 4 учебник (1-2-мӗш, 3-4-мӗш, 5-мӗш, 6-7-мӗш классем валли) хатӗрленӗ (юлашки икӗ учебникне Т.М.Матвеев чӗлхеҫӗпе пӗрле ҫырнӑ). Ку кӗнекесенче ачасене чӗлхе ҫинчен кирлӗ пӗлӳсем панисӗр пуҫне, орфографипе пунктуацин тӗп правилисем те пур. Ӑнлавсене вӑл кӗскен, ҫав вӑхӑтрах туллин уҫса панӑ. Акӑ темиҫе тӗслӗх:

1) «Сӑмахпа каланӑ уйрӑм шухӑша пуплев теҫҫӗ».

2) «Пуплевре ыйту пулсан, ун пек пуплеве ыйтуллӑ пуплев теҫҫӗ. Ыйтуллӑ пуплев хыҫҫӑн ыйту палли лартаҫҫӗ» (1-2-мӗш классем валли ҫырнӑ кӗнекерен).

Курӑр-ха тата, 3-4-мӗш классем валли ҫырнӑ учебникра япала ячӗсемпе глаголсене (ӗҫхӗлсене) мӗнле ӑнлантарнӑ:

«Ҫынсем, выльӑхсем, кайӑксем, тӗрлӗ хатӗрсем, ҫӗршыври пулӑмсем, халӑх хушшинчи пулӑмсем грамматикӑра пурте япала пулаҫҫӗ. Япалана пӗлтерекен сӑмахсене япала ячӗ теҫҫӗ» (7 стр.).

«Япала мӗн тунине кӑтартакан сӑмахсене ӗҫхӗл (глагол) теҫҫӗ» (9 стр.).

Тимухха Хеветӗрӗ чӑааш чӗлхипе грамматика терминологийӗн никӗсне те хывнӑ. Тимухха Хӗветӗрӗччен грамматика терминӗсем пирӗн пачах та пулман. Паян кун та эпир грамматикӑра, тӗпрен илсен, унӑн терминӗсемпе усӑ куратпӑр: япала ячӗ, паллӑ ячӗ, хыҫсӑмах, уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ, вӗҫленӳ, сӑпатлану т.ыт.те. Чӑн та, вӑл тупнӑ терминсенчен чылайӑшне каярахпа вырӑслисемпе улӑштарнӑ («пуплев» вырӑнне «предложени», «ылмаш» вырӑнне «местоимени», «пусӑм» вырӑнне «ударени», «кӳртӗм сӑмах» вырӑнне «вводнӑй сӑмах» т.ыт.те, анчах та ҫак сӑмахсем тӗпчевҫӗсен ӗҫӗнче тепӗр хут чӗрӗлсе вӑй илчӗҫ, ку вара Тимухха Хӗветӗрӗ сӗннӗ терминсем чӗлхе тытӑмӗпе килӗшуллӗ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

6-7-мӗш классем валли ҫырнӑ учебника тата пысӑкрах хаклас пулать, мӗншӗн тесен кунта пуҫласа чӑваш чӗлхи синтаксисӗн тӗпӗсене пӗтӗмӗшпе ҫутатса панӑ. Синтаксис ыйтӑвӗсене ҫакнашкал пӗтӗмӗшле ҫутатни Ашмарин профессорӑн та пулман.

Чӑвашла ӑста пӗлекен кадрсем хатӗрлес ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе 1924 ҫулта Ф.Т.Тимофеев «Чӑваш чӗлхи грамматики» кӗнеке кӑларнӑ. Те тӗпчевҫӗсем йышланса пынӑран, те вулакансене чӑваш чӗлхи ҫинчен чӑвашла ҫырни кӑмӑла кайнӑран кӗнеке часах саланса пӗтет. Тепӗр 4 ҫултан, 1928 ҫулта, ӑна иккӗмӗш хут пичетлесе кӑларнӑ. Иккӗмӗш хутӗнче кӗнеке калӑпӑшӗпе те пысӑкланать (фонетикӑпа морфологи ҫумне синтаксис пайӗ хутшӑнать), унӑн содержанийӗ те тарӑнланать. Кӗнеке 4 пайран тӑрать. Фонетика пайӗнче И.Я.Яковлев ҫырулӑхӗнче ҫирӗпленнӗ 27 саспаллипе палӑртакан сасӑсен пулӑвне, вӗсен калаҫури сӑн-сӑпатне (сасӑсем вӑрӑмланни, кӗскелни, тухса ӳкни, сасӑсен килӗшӗвӗ, пусӑмӗ т.ыт.те) тӗплӗн, тӗслӗхсемпе ҫырса кӑтартнӑ.

Акӑ, сӑмахран, автор кунта ль, нь, ть сасӑсем мӗнле пулса кайнине ӑнлантарать. Чӑваш чӗлхинчи сасӑсене час-часах ытти чӗлхесенчи сасӑсемпе танлаштарса, ҫав сасӑсен аталанӑвне йӗркелесе тухма тӑрӑшать, чӗлхери сасӑсене пӑхса тухнӑ чухне вӗсем фонема пулнипе пулманнине те шута илет.

Морфологи пайӗнче чӑваш чӗлхинчи сӑмахсен формисене, пуплев пайӗсен вӗҫленӳ-сӑпатлану системисене тишкернӗ. Чӗлхери пӗтӗм сӑмаха Тимухха Хӗветӗрӗ икӗ ушкӑна пайлать: пӗр ушкӑнне улшӑнакан сӑмахсем кӗреҫҫӗ, теприне — улшӑнманнисем. Улшӑнакан сӑмахсем икӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ: сӑпатланаканнисем тата вӗҫленекеннисем. Сӑпатланаканнисем шутне наклонени формисене йышӑнма пултараканнисем кӗреҫҫӗ. Вӗҫленекеннисене каллех 2 ушкӑна уйӑрнӑ: 1) тулли вӗҫлевлӗ сӑмахсем; 2) тулли вӗҫлевсӗр сӑмахсем (ум, ҫи, хыҫ, хӗрри йышши япала ячӗсем, паллӑ ячӗсем, причастисем (пайташ), уйрӑм наречисем).

Улшӑнман сӑмахсен шутне кӗнекере хыҫсӑмахсене, инфинитивсене (паллӑ мар форма), деепричастисене (ӗҫхӗлтеш), наречисене, союзсене (пӗтӗҫтерӳ), татӑксене, евӗрлев сӑмахӗсене кӗртнӗ.

Кӗнекен синтаксис пайӗнче сӑмах майлашӑвӗсемпе предложенисен пулӑвӗпе тӗсӗсене, сӑмахсен пуплеври ҫыхӑнӑвӗсемпе вырӑнӗсене, предложени членӗсене тишкерсе тухнӑ.

Кӗнекен 4-мӗш пайӗ — «Чӑваш чӗлхин ытти чӗлхесем хушшинчи вырӑнӗ» ятлӑ. Кунта Ф.Т.Тимофеев чӑваш чӗлхи тӗрӗк чӗлхи тата сыпӑклӑ чӗлхе пулнине кӑтартса парать, унӑн авалхипе хальхи лексикине тишкерет. Хальхи чӑваш чӗлхинче араб, перс, монгол, мари, удмурт, венгр сӑмахӗсем пуррине палӑртать. Т.Хӗветӗрӗ чӑвашла уйӑх ячӗсен, кун ячӗсен историне те тӗпченӗ. Акӑ мӗнле ӑнлантарать вӑл тунтикун сӑмаха:

«Тунти кун. Золотницкий ӑна хӑйӗн чӑвашла-вырӑсла словарӗнче перворожденый день тесе куҫарать. Перворожденый день — малтан тунӑ кун. Ту — чӑваш чӗлхинче ҫурат тенине те пӗлтерет: ача ту, ту сӑмахранах туан, тӑван сӑмах тухса кайнӑ. Ашмарин, Золотницкий каланӑ тӑрӑх — ҫармӑссем уйӑх, кун, хурӑнташ-тӑван ячӗсене тата ыттисене те чӑвашлинчен куҫарса тунӑ. Тунти куна вӗсем Шочман кече — ҫуралнӑ кун теҫҫӗ. Ҫапла вара «тунти» сӑмах темиҫе сӑмахран пулнӑ, вӗсенчен пӗри «тунӑ» сӑмах; ытти сӑмахсем, кӗскелсе, пӗлмелле мар пулса кайнӑ. (Ӗҫлекенсен сасси, 1924, 10/24/, №, 31-32 с).

1922-25 ҫулсенче Тимухха Хӗветӗрӗ Чӗмпӗрти педтехникумпа ял хуҫалӑх техникумӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентет. Вӑл Чӗмпӗрте ятарласа чӑваш чӗлхине тӗпчесе вӗренме пынӑ Н.Я.Марр академикпа паллашать, ӑна чӑвашла вӗренме пулӑшать. Академик чӑваш чӗлхи учительне хӑй патне аспирантурӑна вӗренме чӗнет. 1925 ҫулта вӑтӑр саккӑрти Тимухха Хӗветӗрӗ Марр академикӑн аспиранчӗ пулса тӑрать.

Аспирантурӑра Тимухха Хӗветӗрӗ тутар, монтол, мари, авалхи грузин чӗлхисемпе лекцисем итленӗ, чӗлхе наукин историйӗпе паллашнӑ. Аспирантурӑран Тимухха Хӗветӗрӗ пысӑк тӗпчевҫӗ пулса Шупашкара таврӑннӑ, аслӑ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах орфографипе пунктуаци комиссийӗсен ӗҫне те хастар хутшӑннӑ. 1930 ҫулта Ф.Т.Тимофеевӑн харӑсах икӗ кӗнеке тухать: пӗри — «Материалы по преподаванию русской грамматики в нацменских школах», тепри — пӗрремӗш сыпӑклӑ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли методика. Пӗрремӗш кӗнеки чӑваш, тутар, мари шкулӗсенче вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ ҫӗрте усӑ курмалли пособи пулнӑ. Кӗнекере вырӑс чӗлхине ҫав халӑхсен чӗлхинчи фактсемпе усӑ курса вӗрентмелли ҫинчен каланӑ. Теприне паян кун та чӑваш чӗлхин вӗрентӳ методики тетпӗр.

1934-1937 ҫулсенче пултаруллӑ та ҫивӗч тӗпчевҫӗ Ленинградри Хӗвелтухӑҫ институчӗ ҫумӗнчи редакторсемпе тӑлмачсен курсӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ. Ӗҫленӗ хушӑрах вӑл тӗпчевпе шырав ӗҫӗсене малалла туса пынӑ.

Паллӑ чӑваш чӗлхеҫин ӗмӗрӗ вӑрӑм пулман. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче вӑхӑтсӑр вилнӗ. Талантлӑ тӗпчевҫӗ 30 кӗнекепе брошюра ҫырса хӑварнӑ. Тимухха Хӗветӗрӗн паха та хаклӑ ӗҫӗсем Патшалӑх пичет архивӗнче тирпейлӗн упранаҫҫӗ. Вӗсемпе усӑ курас текенсене эпир яланах пулӑшма хатӗр.

Е.Арланова,
ЧР Патшалӑх пичет архивӗн
тӗп специалисчӗ.
«Тӑван Атӑл», 2002, 7№


 
Категорисем: Тимухха Хӗветӗрӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-04-23 20:04:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3857 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем